ту - Словарь чувашского языка
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Словарь чувашского языка
(ту), гора; возвышение, холм. N. Тусем çинче юр выртать. Хурамал. Ту çийĕ, ту çамки, ту пичĕ, ту арки. Чотай. † Ай ту, ай ту, ай ту çинче ал-армань; çил ту, çил ту, çил ту çинче çил-армань. Сĕт-к. Чоллă ту айккинче, на скате каменной грры. || Гора для катанья. Тойси Б. Ярăнаççĕ ту çинчен. || Верховье. Панклеи. Выртсан-выртсан, тура пĕр сасă, анатра тепĕр сасă илтет (слышит голос). Регули 1486. Ялтан тура та, анатра та кимĕсем тăраççĕ. Шемшер. † Туран анать шур парохот. || Высокая часть селения. N. Валтанхи ача хырăмра чох, эпĕр туран куçса анса лартăмăр. || Запад. Козм. Туран, с запада. Янтик. † Анатран хĕвел тухать-çке, тăва кайса ларать-çке. ПВЧ 99. Кваккăн-кваккăн пĕлт хăпарать, ту енелле солăнать. || В удвоении означает — гористый. Турх. Сиввĕн-сиввĕн çил вĕрет, çырма шыва сивĕтнĕ. [„Çырма-шыв“ означает ширину, количество; ту-ту (вырăн), гористый, лап-лап низменный]. || Верхняя часть (селения). Ачач З9. Саньккасем Тимушсем пурнакан урам тăваткалĕн ту енче, сылтăм кĕтессинче пурăнаççĕ.