тирĕн - Словарь чувашского языка
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Словарь чувашского языка
вдеваться. || Ткнуться (куда). Ск. и пред. чув 111. Унтан вара, аташса кайса тирĕн çырмана. Могонин. Учĕ-мĕнĕпе тирĕнсе кайнă (ткнулся). || Воткнуться, вонзиться. К.-Кушки. † Чӳрече витĕр йĕп ывăтрăм, тĕренче çине тирĕнчĕ. N. Йĕп алла тирĕнчĕ. Кĕвĕсем. Çĕр çурăлать, йĕп тухать, ура тупанне тирĕнет. ЧП. Урам тупанне тирĕнчĕ (йĕп). N. Пăтасем сирĕн урăрсене тирĕнĕç, е туратсем куçăрсене тăрăнĕç. || В перен. см. ЧП. Тăшман куçăма тирĕнчĕ. С. Дув. Çĕр çурăлчĕ, йĕп тухрĕ, ура тупанне тирĕнчĕ; ӳссе пĕвĕм çитмерĕ, çичĕ-ют куçма тирĕнчĕ. || Попасться на глаза, привлечь вниманне. К.-Кушки. † Ай-хай пуççăм, çамрăк пуç, ютсем куçне тирĕнчĕ. (Хĕр йĕрри). N. † Воник çола çитсессĕн, олпутсен коçне тирĕнтĕмĕр; вонçич çола çитсессĕн, хĕрсен коçне тирĕнтĕмĕр (на меня стали заглядываться девицы). || Впиваться. N. Сăвăс тирĕнсех ларать. Клещ так и впивается (в тело)! || Налегать, лезть. N. Пĕри те, тепĕри те, ăна пырса çапасшăн, ун патне тирĕнеççĕ (лезут к нему, чтобы ударить его). || В перен. см. Чăв. й. пур. З. Эрехпе пурте пулать, пĕр курка эрехшĕн таçта тирĕнсе ӳкĕç (готовы головой в омут сунуться?). Т. П. Загадки. Пĕр вакка хĕрĕх çерçи тирĕннĕ. (Яшка çини). Тим. † Кивĕ-ялсенĕн туй халăхĕ пăтă çине тирĕннĕ (накинулись на кашу). N. Суту-илӳ хушшине çылăх тирĕнет. Торговля без греха не бывает. || Наткнуться (на что), напороться. || Падать прямо, ударять. Толст. Хĕвел çӳлте, пуç тăрринче, çӳре пуçласан, çĕр çине тӳрех тирĕнсе çутата пуçласан, тĕнчере пур япала та ăшăнса хускала пуçлать. || Падать, валиться; спотыкаться. ЧС. Хăшĕ ĕссĕр, нимĕн тăва та пĕлмеççĕ. Ăста кирлĕ унтă тирĕне-тирĕне каяççĕ. Б. Яныши. Эпир часăрах каялла çавăрăнтăмăр та, урасне хул çине çавăрса хурса улича карти патнелле уя тухса тарас тесе тирне-тирне вĕçтере (т. е. во весь дух) партăмăр. Б. Яныши. Ачасем макăра-макăра, тирне-тирне тараççĕ. Сĕт-к. Тирĕнсе кай, повалиться вперед. Чураль-к. † Тирне-тирне ан макăр, тирĕнсе вилен, Потаçăм. См. Потаçăм.