тимĕр чĕлхи - Словарь чувашского языка
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Словарь чувашского языка
заклинание от пореза. N. Алла кастартăм, тимĕр чĕлхи сур-ха часрах! Сред. Юм. Кăçти ӳте те полса кассан, тимĕр чĕлхи вĕрсен, йон тохма чарнать, тет. КАЯ. Алла пĕр-пĕр çĕçĕ кассан, е урана пуртă кассан, е лашана суха тимĕри кассан, çавăн пек кирек мĕнле тимĕр тавраш ӳт-тире тивсе татса пăрахсан, час тӳрлентĕр тесе, тимĕр чĕлхи вĕреççĕ. Нюш-к. Выльăха е çынна тимĕрпе мĕнпе кассан, тимĕр чĕлхи пĕлекен вĕрсе парсан, хăвăрт тӳрленет, теççĕ.