таракан - Словарь чувашского языка
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Словарь чувашского языка
(тараган), таракан. Альш. Хĕрлĕ таракан, прусак; шурă таракан (çамрăкки); хура таракан, черный таракан; симĕс таракан, шпанская муха. Юрк. Шурă таракансем тухсан, сивĕ пулать. Ib. Таракан çăмарти (так и в Сред. Юм.); таракансем çуралнă вăхăтра мачча çинчен тем чухлĕ таракан çури ӳкет. N. Таракан эмелĕ, средства от тараканов. || Металлические украшения (поперечные перехваты) на поперечинах шлеи, имеющие вид как бы таракана. Так и в Тюрл. N. Кутлăх çинчи таракан (жестяные украшения). N. † Йĕвен çинчи йĕс таракан виç çухрăмран çуттарать.