çӳрĕ - Словарь чувашского языка
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Словарь чувашского языка
(с’ӳрэ̆), детёныш. Ала 104. † Сысна çӳри вуник çӳрĕ, мăклă вите толтарать. || Птенец. Сред. Юм. Чĕкеç çӳрĕ кăларнă. Ib. Чĕкеç çӳрисĕне çупа сĕрсен, вĕçтернĕ чôхне чӳрече панчен вĕçтерсе каять, тет. Б. Нигыши. Шăкăльчи çӳри тытрăмăр. Кн. для чт. 138. Çерçин йăвинче пĕчĕк çӳрисем кăшкăра та пуçлаççĕ. || Рой у пчел. Тюрл. Якейк. Хорт çӳрĕ (или: çӳр) ярать. См. çӳр, çура, çурă, çур, çăвăр.