çийĕн - Словарь чувашского языка
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Словарь чувашского языка
над, поверх, по поверхностн. Ир. Сывл. 19. Ик-виç çухрăм ял çийĕн ян-ян! каяç сассисем. Шорк. Хӳреллĕ çăлтăр (комета) пирĕн ял çийĕн, вăрман çийĕн иртсе карĕ. П. Патт. 26. Кăвакалсем çаралнă уй-хирсем çийĕн, сарăхнă вăрмансем çийĕн вĕçсе пынă. Ск. и пред. чув. 108. Вĕçсе иртет сăрт çийĕн, вутăн-хĕмĕн явăнса (о летуне). Ib. Çӳçĕн кăтра хĕррине хăлхи çийĕн устарнă.