сылтăм - Словарь чувашского языка
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Словарь чувашского языка
(сылды̆м), правый. N. Вĕсен тăватăшин те сылтăм пурни вĕçсем аманнă. Ачач 107. Сылтăмарах тăраканĕ. N. Кайнă чухне Мускав сылтăм енне юлчĕ. Мускавĕ те май çук ялтăртатат. Тим. † Савнипе ĕмĕр пĕрле пулас пулсан, пурçăн хутăр (у нее) сылтăм явăнтăр. Савни юта каяс пулсан, аллинчи хутăрĕ çĕре ӳктĕр. Сред. Юм. Сылтăм аллу тунине соллахай аллу ан систĕр. (Пит хăвăрт туса пăрах тессине çапла калаççĕ). Ib. Тыр вырнă чôхне çĕн-çынна сылтăм йăран хĕрне тăратаççĕ; солахай йăран хĕррине килти ватăраххисем тăраççĕ. || Правая сторона. Альш. † Çунаçăм сулăнчĕ сулăнка, хам юлайрăм сылтăма, атте-анне çуратрĕ ырлăха.